Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑнлав (Купрат патша, 1 пайӗ)

Ҫӳллӗ тусем ҫинче — ҫӳллӗ вӑрман,
Ҫӳллӗ вӑрманӗнче — ылттӑн пӑлан.
Ылттӑн пӑлан чуппи — чул ҫинче,
Манӑн калас сӑмах — хут ҫинче.

Аслӑ тинӗс варринче — шур утрав,
Шур утрав варринче — шур путрав.
Шур путрав эрешӗ — чул ҫинче,
Эпе юрлас юрӑ — хут ҫинче.

Ҫеҫенхир варринче — ват юман,
Ват юман ҫумӗнче — йӳҫ палан.
Паланӑн пиллӗхӗ — ҫырлинче,
Манӑн калас пилӗм — хут ҫинче.

Ямахат юрри.

Чӑнлав

Эпӗ летопись ҫыратӑп. Вӑл кашни
чӑваш патне ҫиттӗр. Хайӗн ламтайӗсен
пурнӑҫне кашни чӑваш пӗлтӗр.
Ҫыруран.


— Тенчере — тӗрлӗрен кӗнчеле.
— Пурнӑҫ чанӗ тӗрлӗ саманара тӗрлӗ шаккать.
— Кашни этемӗн сехечӗ хӑйне май шӑвать.
— Пурнӑҫ пӗрре алӑк хӑлӑпӗ, тепӗр чухне сӑсар ҫӗлӗкӗ тыттарать.
Темиҫе кун ӗнтӗ ҫапла хӑй тӗллӗн калаҫа-калаҫа тӗрлӗ шухӑш шухӑшларӗ Михаил Николаевич Убиев.
Чӳречерен кӗркунне патакки шаккать. Тӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем урамри йывӑҫсем ҫинчен татӑлса ӳкеҫҫӗ те ташланӑ пек, вӗлтӗртин-вӗлтӗртин ҫаврӑна-ҫаврӑна, тӗрлӗ ҫӗрелле вӗҫеҫҫӗ.
Кӗрхи хӗвел тӳперен пикенсех пӑхать. Сивӗ кӗре халех ярасшӑн мар-ха: «Ан васка, ҫынсем мана курса савӑнччӑр!» — тет. Сивӗ кӗрӗ вара ҫӳлти ялкӑш хӗвелрен самаях шикленет пулас, пӗтӗм ҫутҫанталӑка хӑй ытамне илме ытла васкасах каймасть-ха.
Михаил Николаевич Убиев ҫинчен тимлӗ вулакан ман кӗнекесем тӑрӑх лайӑх пӗлет ӗнтӗ. Вӑл — паллӑ писатель тата тӗпчевҫӗ. Унӑн историллӗ романӗсем тӑрӑх совет саманинчех чӑваш ачисем чӑваш пулма, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшма, тӑван культурӑшӑн ырми-канми ӗҫлеме вӗренетчӗҫ, хӑйсен паттӑр ашшӗсемпе аслашшӗсене, тахҫанхи ламтайӗсене хисеплеме хӑнӑхатчӗҫ. Самана улшӑннӑ хыҫҫӑн, КПСС идеологийӗ пуслӑхпа пуснӑ пек пусма пӑрахсассӑн вара вӑл хӑйӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырнӑ пысӑк ӗҫне «Авалхи чӑвашсем» ятпа пичетлесе кӑларчӗ. Ку вӑл — улӑпла тӗпчев. Часах ку кӗнеке вырӑсла та тухрӗ, пӗтӗм тӗнче тӑрӑх кайрӗ.
Юлашки вӑхӑтра Михаил Николаевича тӗпчевҫӗ ӗҫӗ ют ҫӗршывсене илсе тухнӑччӗ. Вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен ҫаратса тухнӑ чӑнлавсене тупас тесе, Лондона аукциона тухса кайрӗ. Унта хайхи Лондонра пурӑнакан талантлӑ чӑваш художници Альбина Кумирова пулӑшнипе «Аттилпа Кримкилте» ятлӑ авалхи чӑваш халӑхӗн эпосӗн йӗрӗ ҫине ӳкрӗ. Нимӗҫ писателӗ Кай Элерс тата ытарайми чӑваш пики, пӗтӗм тӗнче миссӗ пулнӑ Арслу пике пулӑшнипе вӑл ҫав авалхи чӑваш эпосне, чӑваш халӑхӗн чаплӑран та чаплӑ пурлӑхне хӑй аллине илме пултарчӗ. Англирен таврӑнсассӑн вара ҫав «Аттилпа Кримкилте» эпоса пур енлӗ ӑнлантарусем туса, умсӑмахпа хыҫсӑмах ҫырса уйрӑм кӗнекен пичетлесе кӑларчӗ. Кайран тата Кай Элерс пулӑшнипех нимӗҫле пичетлесе кӑларчӗ. Ун хыҫҫӑн Гамбургри театрта лартма ҫак эпос тӑрӑх «Аттил» ятлӑ опера валли либретто ҫырчӗ. Нимӗҫ композиторе Курт Энлик ҫав либретто тӑрӑх оперине те ҫырса пӗтерет. Часах ӑна театрта лартма тытӑнаҫҫӗ. Убиев вара чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пулса тӑракан хунсем ҫинчен «Аттил патша» ятлӑ историлле роман ҫырчӗ. Унта вӑл «Аттилпа Кримкилте» эпоса мӗнле шыраса тупнине те тӗплӗн ҫырса кӑтартрӗ.
Халӗ ӗнтӗ канма та юрать...
Анчах Михаил Николаевичӑн ывӑна пӗлмен чун-чӗри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫ ыйтрӗ. Вара вӑл хӑйӗн тӗпчевӗсене малалла тӑсас терӗ те ламтайсен пӑлхар тапхӑрӗпе уйрӑмах кӑсӑкланма тытӑнчӗ. Ҫине-ҫинех тӗрлӗ хаҫат-журналра пысӑк статьясем пичетлесе кӑларчӗ, радиопа та, телевиденипе те тухса калаҫрӗ. Ҫавӑнпа пулӗ, ӑна час-часах тӗрлӗ тӗпчевҫӗсем ирттерекен пухусене, тӗлпулусене чӗне пуҫларӗҫ. Университетра та ҫак темӑпа лекцисем вулаттарчӗҫ. Ытти аслӑ шкулсен филиалӗсем те, ҫакна кура, пӑлхарсен историйӗпе кӗске курс тума тытӑнчӗҫ.
Михаил Николаевич, паллах, куншӑн савӑнчӗ.
Халӗ тата, акӑ, «Вучах» хаҫатран шӑнкӑравларӗҫ.
Хӑй патне тӗнчери мӗнпур чӑвашсем валли кӑларса тӑракан «Вучах» хаҫат корреспонденчӗ интервью илме килес тесессӗн, Михаил Николаевич тӳрех килӗшрӗ. Ара, чӑнласах та юлашки вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен тымарне питӗ пӗлесшӗн.
«Вучах» корреспонденчӗ тин кӑна Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ ҫамрӑк пулчӗ.
— Петӗр Анчиков, — терӗ вӑл хӑйпе паллаштарса. — Ятарласа мана ячӗҫ, — сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн ӑнлантарчӗ вӑл. — Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хаҫата нумай ҫыру ҫыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк ҫын куҫӗпе авалхи историе тӗплӗ ҫырса кӑтартни кирлӗ терӗҫ.
— Мӗншӗн ман пата ячӗҫ? — ыйтрӗ Михаил Николаевич. — Халӗ историксем нумай. Тем те ҫыраҫҫӗ, тем те тӗпчеҫҫӗ. Хӑшпӗрисем хӑйсем мӗн ҫырнине те ӑнланмаҫҫӗ пулсассӑн та. Вӗсем сире кӑсӑклантармаҫҫӗ-и?
— Эсир пӑлхар тапхӑрне тӗпчетӗр. Пирӗн вулакансем халӗ уйрӑмах ҫав тапхӑра пӗлесшӗн. Илтнӗ пуль ӗнтӗ, хӑшпӗр чӑваш ҫамрӑкӗсем хӑйсене чӑваш мар, пӑлхар тесе те ҫырасшӑн. «Пӑлхартермен» текен обществӑлла юхӑм та пур.
— Илтнӗ-ха вӗсем ҫинчен, анчах хӑйсемпе тӗл пулман, калаҫман.
— Вӑт, вӗсем эпир калаҫнине вулаччӑр. Пирӗн хаҫатра.
— Килӗшетӗп, — ӑшшӑн кулса илчӗ Убиев. — Атя, эппин ыйтӑвӑрсене парӑр.
— Редакцире мӗнле ыйтусем парасси пирки шухӑшларӑмӑр эпир, — хӗвӗнчен хутсем туртса кӑларчӗ корреспондент. — Акӑ, ҫырсах хунӑччӗ-ха ӑна. Пуҫлатпӑр-и?
— Эпӗ хатӗр.
Петӗр Анчиков диктофонне туртса кӑларса сӗтел ҫине майлаштарса лартрӗ те хучӗ ҫине ҫырнине пӑхрӗ, вара ыйту пачӗ.
— Михаил Николаевич, калӑр-ха, тархасшӑн, пӑлхар ятпа пирӗн асатте-ламтайсем хӑҫан палӑрма тытӑннӑ.
— Эпӗ тӗпченӗ тӑрӑх, — терӗ Убиев, — пӑлхар ятпа пирӗн асаттесем пӗрремӗш хут историре 354 ҫулта тухаҫҫӗ. Лангобардсен историкӗ Павел Диакон ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхарсем кӗтмен ҫӗртен ҫак халӑх ҫине тапӑнаҫҫӗ те вӗсен корольне Агельмунда вӗлереҫҫӗ, хӗрне тыткӑна илеҫҫӗ. V ӗмӗр вӗҫӗнче хунсем хура тинӗс хӗрринчи ҫеҫенхирсене куҫса килеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Византи ҫине готсем питӗ хаяррӑн тапӑнаҫҫӗ. Византи императорӗ Зенон вӗсене хирӗҫ кӗрешме пӑлхарсене чӗнни паллӑ. Каярахпа пӑлхар йӑхӗсем Италие куҫса каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра та пӑлхарсем хӑйсем ӗлӗкрех ҫапӑҫнӑ гепитсемпе пӗрле готсене хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ. Павел Диакон кӑтартнӑ тӑрӑх ҫак ҫапӑҫусенчен пӗринче пӑлхар патши Пӑсан (Пусан) пуҫне хурать.
— Пӑлхарсене чи малтан асӑннисем ҫаксем пулаҫҫӗ иккен, — хӑй тӗрӗс ӑнланнине диктофонӗ ҫинех ҫырса хурас терӗ корреспондент. — Каярахпа тата вӗсене мӗнле пысӑк ӗҫсенче асӑнни паллӑ? Вӗсене те каламӑр-ши?..
— Каярахпа пӑлхарсем Византипе те вӑрҫни паллӑ. 499 ҫулта вӗсем Тракки ҫӗрӗ ҫине кӗреҫҫӗ те Константинополь янӑ Ариста вӑйпут ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. 502 ҫулта пӑлхарсем Иллирик текен тӑрӑха ҫитни паллӑ. Ун пирки Феофон «Ҫулҫырав» (Летопись византийца Феофана от Диоклетина до царей Михаила и его сына Феофилакта) кӗнекинче те ҫырнӑ. Паҫӑр каларӑм пуль-ха, ку кӗнеке 1884-1887 ҫулсенче вырӑсла пичетленнӗ. 504 ҫулта та пӑлхарсен ячӗ курӑнать, вӗсем готсемпе те, гепитсемпе те вӑрҫаҫҫӗ, Византи ҫине тапӑнса кӗреҫҫӗ. Византи императорӗ Анастасий 512 ҫулта вӗсенчен хӳтӗленме «Вӑрӑм хӳме» туни те паллӑ. Ҫак «Вӑрӑм хӳме» туса, вӑл пӑлхарсене Хура тинӗспе Мрамор тинӗсӗ хушшинчи уҫӑ вырӑнтан тапӑнса килме чарасшӑн пулнӑ.
514-515 ҫулсенче пӑлхарсем Византири граждан вӑрҫине хутшӑнаҫҫӗ, Виталиан майлӑ пулса, ӑна астул пама пулӑшаҫҫӗ. Акра хули патӗнчи ҫапӑҫура пӑлхар калемпӗрӗсем (юмӑҫ) питӗ хытӑ кӗлтуса, ҫутҫанталӑка тӗттӗмлетсе лартнӑ, имӗш. Ҫавӑнпа Византи салтакӗсем пӑлхарсене хирӗҫ ҫапӑҫайман.
— Апла пӑлхарсем ҫутҫанталӑка лайӑх пӗлекен халӑх пулнӑ темелле, ҫапла-и? — савӑнса кайрӗ Анчиков. — Авалхи ҫынсем пулманнине ҫырман пулӗ ӗнтӗ.
— Эпӗ те ҫапла шутлатӑп, — килӗшрӗ унпа Убиев.
— Каҫарӑр, эпӗ сире кӑштах пӑрса ятӑм пулӗ, — айӑплӑн каларӗ корреспондент. — Тата каярахпа пӑлхарсем ӑҫта палӑрнӑ?
— 530 ҫулта та пӑлхарсем Византи ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗни паллӑ, — малалла калама тытӑнчӗ Убиев. — 537 ҫулта та вӗсем Янтра юханшывӗ хӗрринче Ситта ятлӑ ҫарпуҫӗпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Ҫав ҫулах вӗсем Византин Велисарий ятлӑ питлӗ талантлӑ вӑйпучӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса готсене хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ. Павел Диакон тата 569 ҫулта Италие пӑлхарсем пырса тухнине ҫырса кӑтартать. Пӗр сӑмахпа каласан, V-VI ӗмӗрсенче пӑлхарсем Хура тинӗс хӗрринчи ҫеҫенхирсенче пуҫ пулса тӑрассишӗн кӗрешме тытӑнаҫҫӗ. Вӗсене Тулӑ ӑрӑвӗ ертсе пынӑ. Ҫак ӑрура Урхан ятлӑ чаплӑ ҫарпуҫӗ пулнӑ. Теприсем ӑна Урак теҫҫӗ. Урак-Урхан хӑй майлӑ йӑхсене пӗр патшалӑха пӗрлештерме тытӑнать.
— Мӗнле-мӗнле йӑхсемпе ӑрусем пирки калаҫу пырать кун-та? — ыйтрӗ Петӗр Анчиков.
— Эпӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, — терӗ Убиев, — ҫак пӗрлешӗве чӑвашсем те, уписем те, сӑкӑтсем, шӑхальсем те, арасем те, массакетсем те, пӳлерсем те кӗнӗ. Ҫапла вара Ҫурҫӗр Кавказпа Азов тинӗсӗ таврашӗнче ҫӗнӗ патшалӑх, Аслӑ Пӑлхарстан чӑмӑртанать. Урхан 632 ҫулта вилет. Ун хыҫҫӑн вара Урхан йӑмӑкӗн ывӑлӗ Купрат Аслӑ Пӑлхарстан патши пулса тӑрать. Купрат вӑхӑтӗнче Аслӑ Пӑлхарстан пӗтӗм тӗнчипех чапа тухать, пурте пӗлекен патшалӑх пулса тӑрать.
— Аслӑ Пӑлхарстана хунсен тӑхӑмӗ теме юрать-и?
— Паллах, юрать. Пӑлхарсем — хунсен тӳрӗрен те тӳрӗ тӑсӑмӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Аслӑ Пӑлхарстан вара чӑнласах та упранса юлнӑ хунсен пӗтӗм йӑхӗсемпе ӑрӑвӗсене пӗрлештерме тӑрӑшнӑ.
— Аслӑ Пӑлхарстанӑн хулисем те пулнӑ-и? — ыйтрӗ ҫамрӑк журналист.
— Паллах, пулнӑ. Нумай хула пулнӑ.
Аслӑ Пӑлхарстанӑн шӗкӗр хули Хӑнакур (Фанагория) пулнӑ. Вӑл хальхи Тамань ҫурутравӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Хӑнакурсӑр пуҫне Аслӑ Пӑлхарстанра урӑх хуласем те пулнӑ: Таманьтурхан, Саркел, Варачан, Сементер...
— Хӑнакур мӗнле хула пулнӑ? — тӗпчевҫе чарсах ыйтрӗ журналист.
— Хӑнакур хитре хула пулнӑ, — терӗ Убиев. — Унта урамсемпе кассем питӗ уҫӑмлӑн палӑрнӑ. Урамсен сарлакӑшӗ 2 метр, кассен сарлакӑшӗ — 1 метр пулнӑ. Ҫуртсене чулран е кирпӗчрен тунине палӑртмалла. Чулсемпе кирпӗчсене тӑм шӗвекпе ҫирӗплетнӗ. Ҫурт хӳмисен хулӑмӑшӗ 1 метр ытларах пулнӑ. Хӑнакурти ҫуртсене хутма кӑмакасем те тунине, кашни килте шыв юхтарса кӗртмелли пӑрӑхсем пулнине те палӑртмалла. Кашни ҫурт ҫумӗнче пахча е картиш пулнӑ. Картишӗнче нӳхреп тата питӗ нумай чӳлмек тытнине, вӗсенче эрех е сӑра пулнине каламалла.
Хӑнакурта патша тапӑрӗ тӑнӑ, кунта патшан аслӑ ывӑлӗ кӑнар-тикки (наследний принц) пурӑннӑ. Купратӑн кӑнар-тиккийӗ Питпуян пулнӑ, ӑна авалхи грексен чӑнлавӗсенче Батбай тесе ҫырнӑ. Питпуянӑн кавханӗсем (пӗр кӑвапаран хансем) Кӑтра-паттӑр, Кӳпер, Альших тата Аспарух патша керменӗнчех пурӑннӑ. Хӑнакура пӑхса тӑракан уйрӑм вӑйпут пулнӑ, ӑна пуратурхан (пура-турхан) тенӗ. Куратпӑр ӗнтӗ, пура ку сӑмахра ҫурт валли купаланӑ хатӗр мар, тӑшманран хӳтӗленмелли хӑпартса тунӑ ҫирӗплетнӗ вырӑн, крепость пулса тӑрать. Турхан — патшаран е ханран кӗҫӗнрех феодал, кнеҫ е пик евӗрлӗ ҫын. Пуратурхан тенине хальхи сӑмахпа «крепость коменданчӗ» тесе куҫарма пулать. Дунайҫи Пӑлхарстан ҫыравҫисем каланӑ тӑрӑх авалхи грексен чӑнлавӗсенче Хӑнакур пуратурхан ячӗсем те пур тет. Анчах эпир вӗсен ячӗсене шыраса тупаймарӑмӑр-ха.
— Купрат ҫинчен тӗплӗнрех каласа параймӑр-ши? — ыйтрӗ журналист.
— Хаваспах, — терӗ тӗпчевҫӗ. — Купрат хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ паллӑ та чаплӑ патша, ҫарпуҫӗ, дипломат тата поэт пулнӑ.
Купрат этемлӗх историйӗнче чи малтан ерпелӗх (ҫар академийӗ) тунӑ. Ывӑлӗсем пурте унта вӗренсе тухнӑ. Купрат йӗркелесе ҫирӗплетнӗ Аслӑ Пӑлхарстан ҫиччӗмӗш ӗмӗрти чи чаплӑ та пуян патшалӑхсенчен пӗри пулнӑ.
— Чылай пурӑннӑ-и вара вӑл Купрат? Хӑш ҫулсенче пурӑннӑ? — тӗпчерӗ те тӗпчерӗ журналист, Убиев хаваспах каласа панишӗн савӑнса.
— Чылай пурӑннӑ, — тӳрех хуравларӗ Михаил Николаевич. — Купрат вӑл 658 е 660 ҫулта вилнӗ теҫҫӗ. Ун чухне вӑл самаях ватӑ пулнӑ. Ӑна вилсен Хӑнакур масарне мар, аслӑ ҫеҫенхир варрине пытарни паллӑ.
— Кун ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама пулмасть-и?
— Пулать, — килӗшрӗ тӗпчевҫӗ. — Итлӗр, эппин. Питӗ кӑсӑк япала пӗлтеретӗп. 1912 ҫулта Украинӑри Полтава облаҫне кӗрекен Кӗҫӗн Перещепин ялӗ патӗнчи ҫӳллӗ тӗмескене чавса пӑхнӑ чухне питӗ нумай ылттӑн тата кӗмӗл япаласем тупаҫҫӗ. Вӗсене вара Санкт-Петербургри Патшалӑх Эрмитажне упрама панӑ. Нимӗҫсен паллӑ археологӗ тата историкӗ Иоахим Вернер ҫав тупнӑ япаласене тӗпченӗ чухне икӗ ылттӑн ҫӗрре уйрӑмах сӑнаса пӑхнӑ та вӗсем ҫине «Кобратос» тесе ҫырнине асӑрханӑ. Вара вӑл 1984 ҫулта Мюнхенре «Захоронение в Малом Перещепине и Кубрат-хан болгарский» ятлӑ статья пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна, 1985 ҫулта, январӗн 9-мӗшӗнче, «Софийские новости» хаҫатра пӑлхарла куҫарса вулакансем патне ҫитернӗ. Иоахим Вернер ҫав масара Аслӑ Пӑлхарстан ханне Купрата пытарнӑ тесе ҫирӗплетсе парать. Кашни ҫын пӗлет ӗнтӗ, патшана никам та патшалӑх чиккине пытармасть. Эппин, ҫав хальхи Полтава таврашӗ те, Саркел вырӑнӗ те, Танаис (Дон) шывӗн пуҫламашӗ те Купрат патша вӑхӑтӗнчех Аслӑ Пӑлхарстанӑн ҫурҫӗрти чикки пулман. Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗн ҫӗрӗ ун чухне тата та ҫурҫӗререх сарӑлнӑ. Тӳрех каламалла: аслӑ та чаплӑ Купрат патша ҫинчен тӗпчевҫӗсем мӗн тивӗҫлине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартайман-ха. Пыра-киле эпир чӑвашсен ашшӗсен, авалхи пӑлхарсен, мухтавлӑ патши ҫинчен мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлӗпӗр, унӑн сӑввисене те хамӑр литература историне кӗртсе, шкулсенче вӗренме тытӑнӑпӑр...
— Купрат вилнӗ хыҫҫӑн вара пӑлхарсен пурнӑҫӗ епле пулнӑ? — калаҫӑва малалла тӑсас тесе ыйтрӗ Петӗр.
— Кун пирки те калама пулать, — терӗ Убиев. — Купрат патша вӑхӑтӗнче Аслӑ Пӑлхарстан чӑнах та аслӑ та чаплӑ патшалӑх пулнӑ. Анчах ӑна тытӑнса тӑма йывӑр пулнӑ. Тухӑҫра ун пурлӑхне-пуянлӑхне хасарсем хапсӑннӑ, анӑҫран аварсем тапӑнма хатӗр тӑнӑ, кӑнтӑртан вара Висанти императорӗ хӑратма пӑхнӑ.
— Эппин, пӑлхарсем нихӑш енчен те хӑйсене майлӑ е хӑйсемпе пӗр шухӑшлӑ патшалӑх тупма пултарайман, ҫапла-и? — ыйтрӗ Петӗр, — Ун пек чухне, паллах, кирек мӗнле ҫӗршыва та тытӑнса тӑма питӗ йывӑр, ним калама та ҫук.
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ унпа Убиев. — Ҫапах та Аслӑ Пӑлхарстан никама та парӑнман, мӗншӗн тесен, ҫак патшалӑха кӗрекен йӑхсемпе ӑрусем пӗр-пӗринпе ун чухне питӗ килӗшӳллӗ пурӑннӑ. Купрат ҫак килӗшӳллӗх хӑй вилнӗ хыҫҫӑн та упрантӑр тенӗ. Ҫавӑнпа пӗррехинче ывӑлӗсене хӑй патне чӗннӗ те пӗрер хулӑ панӑ.
— Хуҫӑр! — хушнӑ вӑл вӗсене.
Паллах, вӑкӑра ҫамкинчен чӑмӑрӗпе ҫапса йӑвантарса яма пултаракан ҫамрӑксемшӗн ку вӑл нимӗн те мар. Вӗсем кашнийӗ чӑл та пар хӑйсене панӑ хулла хуҫнӑ.
Купрат вара ҫавӑн пек хулӑсенчен тунӑ шӑпӑр илсе килме хушнӑ.
— Хуҫ! — панӑ вӑл шӑпӑрне Питпуяна — аслӑ ывӑлне. Питпуян ашшӗ аллинчен шӑпӑрне илнӗ те хуҫма тӑнӑ, анчах епле тӑрӑшсан та, шӑпӑра тепле авсан та, хуҫайман.
Шӑпӑр хуллисем, пӗрле пулса, пӗр-пӗрне пулӑшнӑ, авӑнсассӑн та хуҫӑлман.
— Эппин, эсӗ хуҫ! — тенӗ Купрат иккӗмӗш ывӑлне, Кӑтра-паттӑра.
Кӑтра-паттӑр тетӗшӗнчен те тӗреклӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче вӑл хӑйне ҫеҫенхирти ҫӳллӗ ту пек тытать: ун тавра ялан тӑшман вилли туп-тулли. Анчах Кӑтра-паттӑр та ашшӗ панӑ пысӑк шӑпӑра хуҫайман.
Кӑтра-паттӑр хыҫҫӑн ҫак шӑпӑра Кӳпер та, Альших та, Аспарух та тытса пӑхнӑ, темӗнле тертленсен те ӑна хуҫайман.
— Куртӑр-и, ачамсем, — тенӗ ывӑлӗсене Купрат, — пӗччен хулла эсир ним те мар хуҫрӑр, ҫав хулӑсене пӗрле ҫыхсан вара... хуҫаймарӑр. Эсир те пурнӑҫӑрта ҫапла пулӑр: пурсӑрта ялан пӗрле чухне сире никам та ҫӗнтереймӗ, пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайсан вара сире такам та кӳрентерме е тата пурнӑҫ ӑнӑҫман чухне пӗтерме те пултарӗ...
— Ашшӗ каланине ывӑлӗсем шута хунӑ-и вара? — питӗ кӑсӑкланса ыйтрӗ Петӗр.
— Кун пирки тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ шухӑшлаҫҫӗ, — тӳрех хуравларӗ Убиев. — Хӑшпӗрисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ каланине ывӑлӗсем шута хуман, имӗш. Чӑн ӗнтӗ, кӑнар-тикки Питпуян мӗн пултарнӑ таран ашшӗнчен юлнӑ Аслӑ Пӑлхарстана упраса хӑварма тӑрӑшнӑ: тухӑҫран тапӑнса килекен хасарсемпе те, анӑҫра вырнаҫнӑ аварсемпе те, кӑнтӑрти ромейсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, теҫҫӗ. Кайран, шӑллӗсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракан йӑхсемпе тӗрлӗ ҫӗрелле кайма тытӑнсан та, вӑл Аслӑ Пӑлхарстаншӑн пӗтӗм вӑйне хурса тӑрӑшнӑ, теҫҫӗ. Чылай ҫулсем иртсессӗн кӑна вара унӑн хӑйӗн йӑхӗсемпе пӗрле Кавказ ту хушӑкӗсенелле чакса кайма тивет, имӗш.
— Питпуян ӑҫта вилнӗ? Ӑҫта пытарнӑ ӑна?
— Юрӗ, — килӗшрӗ Убиев, — калатӑп: Питпуян ӑҫта тата хӑҫан вилни паллӑ мар. Унӑн вилтӑприне те тупман. Анчах эсӗ мана итлесе пӗтермерӗн-ха. Ҫакна пӗлтерес тетӗп: тин ҫеҫ каласа кӑтартнипе эпӗ хам килӗшместӗп.
— Мӗнле ӑнланмалла вара эсир каланине? — кӑсӑкланчӗ журналист.
— Вӑт, шӑп та лӑп ҫакӑн пирки ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫыратӑп та ӗнтӗ эпӗ.
— Хӑҫан вулама пулать ӑна?
— Халлӗхе калама йывӑр-ха, — терӗ Убиев. — Авалхи авторсен хӑшпӗр ӗҫӗсене куҫармалла, ытти ӗҫсемпе танлаштарса пӑхмалла. Тӗпчев ҫулӗ вӑл темиҫе сыпӑклӑ. Пӗтӗмпе тӗпчесе пӗтермесӗр вӑл пулӑм вӗҫӗ-хӗрри мӗнле вӗҫленессине никам та калаймасть.
— Питпуян ертсе пынӑ пӑлхар йӑхӗсен тӑсӑмӗ пур-и? — ҫапах та малалла тӑсрӗ калаҫӑвне Петӗр.
— Питпуян ертсе пынӑ пӑлхарсенчен хальхи балкар тата Карӑчай халӑхӗсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
— Миҫе ывӑл пулнӑ вара Купратӑн?
— Пилӗк ывӑл. Эпӗ кашнин ятне каларӑм.
— Купратӑн ытти ачисем пирки мӗскер те пулин паллӑ-и? — каллех ыйтрӗ журналист.
— Хам та ҫавна каласшӑнччӗ, — терӗ Убиев. — Купратӑн тепӗр ывӑлӗ — Кӳпер. Теприсем ӑна Кувер тесе те ҫыраҫҫӗ. Ку вӑл хальхи чӑваш чӗлхипе каласан кӗпер тенине пӗлтерет. Кӳпер вӑл Аслӑ Пӑлхарстана йӗркелекен Купратӑн виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш ывӑлӗ пулнӑ, теҫҫӗ. Ман шутпа, виҫҫӗмӗш ывӑлӗ тени тӗрӗсрех. Кӳпер ертсе пынӑ пӑлхар-чӑвашсем пирки пысӑк, питӗ кӑсӑк чӑнлавсем упранса юлнӑ. Вӗсенчен пӗринче пӑлхар-чӑвашсен йӑхӗсем 686 ҫулта Кӳпер ертсе пынипе хӑйсен патшалӑхне туни ҫинчен те ҫыраҫҫӗ. Кӳпер чылай хушӑ Византи империне хирӗҫ те паттӑррӑн кӗрешни паллӑ. Вӑл, Константинополе ҫӗнсе илсе, Византи импери ҫӗрӗ ҫинче Аслӑ Пӑлхарстана ҫӗнӗрен чӗртме ӗмӗтленнӗ.
Убиев кӑштах шухӑша кайса тӑчӗ. Унтан, хавхалансах, калавне малалла тӑсрӗ:
— Ҫак вӑхӑтри чӑнлавсенче Кӳперӗн чи ҫывӑх юлташӗ Мавр ятлӑ пулнине те ҫырнӑ. Хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн Кӳперпа Мавр хӑйсен хӑшпӗр ҫарпуҫӗсемпе хирӗҫсе каяҫҫӗ. Вӗсем вара Купрат ачине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ те ӑна систермесӗр ярса тытаҫҫӗ. Ахӑртнех, Кӳпер ҫавӑн чухне вилнӗ пулӗ. Урӑхран вара ун ҫинчен нимӗнле хыпар-хӑнар та тӗл пулмасть.
— Тата тепӗр ывӑлӗ пирки те калӑр, — терӗ Петӗр. — Вулакансене ун ҫинчен те каласа парар.
— Юрать, — килӗшрӗ Убиев. — Купратӑн чи паллӑ ывӑлӗсенчен пӗри вӑл — Аспарух. Тӳрех каламалла: Аспарух Аслӑ Пӑлхарстан патшин Купратӑн кӗҫӗн ывӑлӗ. Вӑл Днестр шывӗ урлӑ каҫса, «Онге» (Ункӑ) текен вырӑна ҫирӗпленсе ларнӑ.
Аспарух ашшӗн ҫар эткерне питӗ ӑста пӗлнӗ. Вӑл чӑн-чӑн маттур ҫарпуҫӗ, ӑста дипломат тата патша пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн ячӗ те — «ӑс пар» сӑмахран. Кам та кам Дунайҫи пӑлхарсем туса кӑларнӑ «Аспарух патша» кинона курнӑ, ҫавӑ астӑвать пулӗ ӗнтӗ: ҫарпуҫӗ, хасарсене ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, сӑваплӑ катана кӗрсе, Ҫӳлти Турра Танкӑр тесе чӗнсе кӗлтӑвать. Эсир пӗлетӗр пуль ӗнтӗ, чӑвашсем те хӑйсен авалхи тӗнӗнчи чи аслӑ турра, тӗнче хуҫине, Танкӑр тенӗ. Ку вӑл пирӗн икӗ халӑх хушшинчи пӗрюнлӑха, тымарлӑха пӗлтерекен питӗ курӑмлӑ тӗслӗх.
— Чӑнах та, — тӳрех ку шухӑшпа килӗшрӗ Петӗр.
— Ҫӗнӗ ҫӗрте Аспарух пӑлхарӗсемшӗн ҫӗнӗ тӑшмансем тупӑнаҫҫӗ — славянсем, ромейсем, аварсем, — тата малалла калама тытӑнчӗ Убиев. — Анчах Аспарух питӗ пултаруллӑ ҫын пулнӑ, вӑл тӳрех вырӑнти йӑхсемпе килӗшӳ тума тӑрӑшать. Кайран ҫеҫ вӑйлӑланса ҫитсен, хӑйӗн патшалӑхне ҫирӗплетме, пысӑклатма тытӑнать.
681 ҫулта вара вӑрҫӑ вӑрҫма хастар пӑлхарсем пӗтӗм Висанти ҫӗрне ишсе ҫӗмӗрме пуҫлаҫҫӗ. Византи императорӗ, хӑраса, пӑлхарсемпе килӗшӳ тӑвать, вӗсене кашни ҫул укҫа-тенкӗ те тырпул тӳлесе тӑма тытӑнать. Ҫирӗм ҫула яхӑн Аспарух Византи ҫарӗ тапӑнса кӗрес ҫуккине пӗлсе, хӑйӗн тылне тата анӑҫри чиккисене ҫирӗплетет. 700-мӗш ҫулхине вара вӑл аварсемпе ҫапӑҫса паттӑррӑн пуҫне хурать.
Аспарухӑн ачисем пулман. Вӑл вилнӑ хыҫҫӑн Тӳлӑ ӑрӑвӗнчи ҫарпуҫӗ Тервел патша пулса тӑрать. Вӑл 721 ҫулччен Тунайҫи пӑлхарсен астулне тытса тӑрать. Ун хыҫҫӑн вара пӑлхарсен тӗрлӗ ӑрӑвӗсем Тулӑ ӑрӑвӗпе влаҫшӑн ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ. Эпир кунта ҫакна ҫеҫ калатпӑр; тепӗр пилӗк ӗмӗр хушши-ха ҫак пӑлхарсем хӑйсен авалхи тӳрк (чӑваш) чӗлхине упраҫҫӗ. Вунвиҫҫӗмӗш ӗмӗрте кӑна вӗсем вара, христианство тӗнне илсе, славянланма тытӑнаҫҫӗ.
— Тӗлӗнмелле! — каламасӑр чӑтаймарӗ журналист. — Татах калӑр-ха: Купратӑн тӑваттӑмӗш ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнӑ? Ун ҫинчен мӗскер каласа пама пулать?
— Альшик е Альших ятлӑ пулнӑ вӑл, — терӗ Убиев. — Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан йӑхсемпе Кӳпер хыҫҫӑнах е Кӳпертен те маларах анӑҫалла куҫса кайнӑ та хальхи Итали ҫӗрӗ ҫинех ҫитнӗ. Унта вара вырӑнти йӑхсемпе хутшӑнса кайнӑ. Ытла пысӑк йӗрех хӑварман историре. Юлашки ҫулсенче кӑна Альших ертсе пынӑ пӑлхар йӑхӗсем пирки кӑштах ҫыра пуҫларӗҫ. Ҫак Алыпих е Альшик ертсе пынӑ пӑлхар йӑхӗсенчен питӗ паллӑ художниксем, сӗрмекупӑсҫасем, композиторсем, тӗпчевҫӗсем тухнине те палӑртрӗҫ. Болгари тӑпчевҫӗсем ҫырнӑ тӑрӑх тӗнчипе паллӑ Леонардо да-Винчи те ҫав йӑхранах пулса тухать. Эпӗ тата ҫакна та калама пултаратӑп: Альших этноним чӑвашсем хушшинче упранса юлнӑ. Урӑхла каласан, Альших ят пирӗн те пулнӑ. Тутар Республикине кӗрекен Пӑва район-ӗнче Альших ятлӑ чӑваш ялӗ пур. Ӑна ҫак яла пуҫласа яракан чӑваш ячӗпе Альших тесе ят панӑ.
— Пӑлхарсене Атӑл ҫине илсе килекенни вара Купратӑн тепӗр ывӑлӗ Кӑтра-паттӑр пулнӑ-и? — пӗтӗм историне пӗлес тенӗн ыйтрӗ Петӗр. — Е хӑшпӗр историксем кун пирки тӗрӗс мар ҫыраҫҫӗ-и?
— Тӗрӗсех ҫыраҫҫӗ, — терӗ Убиев. — Вӑл Купратӑн иккӗмӗш ывӑлӗ пулнӑ. Кӑтра-паттӑр ертсе пыракан йӑхсем — сӑкӑтсем, шӑхальсем, уписем, сӑварсем, элшелсем, эссекелсем, чӑвашсем тата ыттисем те ҫурҫӗрелле кайса, тапӑнса пыракан хасарсенчен хӳтӗленме Дон шывӗпе Атӑл пӗр-пӗрин патнелле ҫывхарсах пынӑ ҫӗрте Саркел хулине туса хураҫҫӗ. Анчах хасарсем тапӑнса килнине чӑтма йывӑртан та йывӑр пулса пырать. Вара Кӑтра-паттӑр ертсе пыракан йӑхсем тата ҫурҫӗререх кайса, тӑватӑ Атӑл — Чулман Атӑл, Шуратӑл, Нухрат Атӑл тата Аслӑ Атӑл — тӑрӑхне вырнаҫаҫҫӗ те хӑйсен шӗкӗр хулине никӗслеҫҫӗ. Ку — Аслӑ Пӑлхар хули. Кӑтра-паттӑр ертсе пынипе Купрат тӑхӑмӗсем ытарайми хитре те пуян ҫӗршыва килсе вырнаҫнӑ. Чӑн кӑнтӑрта — пуш-уйла хирсем, варринче — ҫеҫенхирсем. Ҫурҫӗрелле вӑрманлӑхсем... Ку ҫӗршывӑн икӗ енӗпе икӗ пысӑк шыв юхса выртаҫҫӗ. Кай енче Мӑн Атӑл, мал енче — Ейӗк. Атӑлпа Ейӗк хушши авал питӗ пуян пулнӑ. Унта тӗрлӗрен йывӑҫсем ӳснӗ: хуралтӑ тума юрӑхлӑ хырсем, юмансем, ҫӑкасем, чӑрӑшсем, унтан тӗрлй хатӗр тума ырӑ вӗренесем, хурамасем, йӗлмесем, кавӑрҫсем, ҫирӗксем, хурӑнсем, йӑмрасем, хӑвасем, тӗрлӗ ҫимӗҫ кӳрекен шӗшкӗсем, улмуҫҫисем, пилешсем, палансем, армутсемпе пӗтнӗксем, кӗтмелсем, чиесем тата ытти тӗрлӗ иывӑҫсем те вӑрманӗ-вӑрманӗпе ӳснӗ... Атӑлпа Ейӗк хушшинче тӗрлӗ чӗрчун та пит нумай пулнӑ. Унта темӗн йышши кайӑк-кӗшӗк те пулнӑ. Калама ҫук ырӑ пулнӑ ӗнтӗ чӑваш ӑрӑвӗсем килсе вырнаҫнӑ ҫак ҫӗршыв. Тӗпчевҫӗсем пурте ҫакна палӑртаҫҫӗ.
Купрат патша ывӑлӗ Кӑтра-паттӑр хӑйӗн халӑхне чунтан вартан юратнӑ. Тӑван халӑхӗ ҫӗнӗ хӑтлӑ ҫӗршывра лайӑх ӗрчесе-хунаса телей курса пурӑнтӑр тенӗ ӗнтӗ вӑл.
— Ҫакӑн ҫинчен, Атӑлҫи пӑлхарсем ҫинчен, вӗсемпе тӑванлӑ йӑхсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха, — ыйтрӗ журналист.
— Юрать, — килӗшрӗ Убиев. — тӳрех калатӑп: Атӑл ҫине пӑлхарсемпе пӗрле сӑварсем те хазарсем те килнӗ. Хазарсем те, сӑварсем те пӑлхарсемпе пӗр юнлӑ, пӗр чӗлхеллӗ халӑх пулнӑ. Ҫиччӗмӗш-саккӑрмӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ чаплӑ хазар е сӑвар ҫыннисем ҫинчен те питӗ нумай каласа кӑтартма пулать. Вӗсем шутне Улӑп-Илитвер ятлӑ паттӑра та, Парспит хӗрарӑм патшана та, унӑн Парспик тата Пӑлан ятлӑ ывӑлӗсене те кӗртме пулать. Парспикӗн хӗвел питлӗ хӗрӗ пулнӑ. Ӑна Чечек тесе чӗннӗ. Чечек пурнӑҫӗ — ытарайми летопись. Вӑл Византи императорӗн ывӑлне Константина качча тухать те часах императрица пулса тӑрать. Константинополре вара вӑл тӗне кӗрет. Ирина ятлӑ пулса тӑрать.
Чӑваш-хазар пикисем чӑннипех те хитре ҫеҫ мар, вӗсем ырӑ чунлӑ те пулнӑ, упӑшкисене ирӗхсе пурӑннӑ ромей майрисем пек сутман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ питӗ йывӑр чухне Левпа Константинран маларах та Византи императорӗсем чӑваш-хазарсемпе туслашма тӑрашнӑ. Н.М. Карамзинах Иккӗмӗш Юстиниан хӑйне Константинопольрен Тиверей хуса кӑларсан чӑваш-хасарсем патне тарнине ҫырса кӑтартать. Кунта вара вӑл чӑваш-хасарсен патшин хӗрне качча илет те вӑл пулӑшнипе Тиверие ҫӗнтерет. Кайран, Константинополе таврӑнса императора ларсан, вӑл юратнӑ арӑмне хӑйпе пӗрле илсе каять, Феодора ятпа императрица тесе пӗлтерет. Анчах эпир Юстиниан арӑмӗ, чӑваш-хасар пике-еликӗн малтанхи чӑн-чӑн ячӗ мӗнле иккенне пӗлейместпӗр... Каярахпа Византи тепӗр императорӗ Филиппик те ҫак ҫулпах кайнӑ. Шел те, унӑн савнӑ мӑшӑрӗн, чӑваш-хасар пике-еликӗн ятне те халлӗхе пӗлейместпӗр-ха.
— Эппин, Чечек-Ирина ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха! — хӑпартланса кайса ыйтрӗ Петӗр.
— Савӑнсах каласа паратӑп, — килӗшрӗ Убиев. — Чечек-Иринӑпа Константин пӗрлешни ҫав тапхӑршӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм шутланнӑ. Мӗншӗн тесен чӑваш-хазарсемпе ромейсем ҫапла тӑванлашни икӗ халӑха тапӑнса килекен тискер арабсене хирӗҫ ҫӗнӗ кӗрешӳ пуҫарса ямашкӑн май парать. Ромейсем ӳкӗтленипе чӑваш-хасарсене пулӑшма Христос тӗнне тытса тӑракан грузинсем те ҫӗкленеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш Лев 717 ҫултан пуҫласа 741 ҫулччен императорта ларнӑ. Константин 732 ҫулта авланнӑ, 741 ҫулта варӑ Пиллӗкмӗш Константин ятпа император пулса тӑрать.
Византире ун чухне тӗн ҫыннисем питӗ хуҫаланнӑ, император ирӗкне пӗтерме тӑрӑшнӑ. Константинпа унӑн арӑмӗ Чечек-Ирина ҫарҫыннисем пулӑшнипе тӗн ҫыннисен влаҫне
вӑйсӑрлатма, император влаҫне ӳстерме тытӑнаҫҫӗ. Чечек-Ирина упӑшкин питӗ шанчӑклӑ тамӑрӗ пулнӑ.
Чечек-Иринӑна Византй ҫыннисем юратнӑ, ун ҫинчен поэтсем сӑвӑсем ҫырнӑ, юрӑҫсем юрӑсем юрланӑ. Вӑл чӑваш-хасар ятне яман, хӑй ҫинчен ӗмӗрлӗхех, ютра пулсассӑн та, ырӑ ят хӑварнӑ. Константинопольре авалхи чиркӳсенчен пӗринче стена ҫинче унӑн икон пек сӑнӗ те пур, теҫҫӗ. Анчах халлӗхе эпир ӑна тупаймарӑмӑр-ха. Чечек-пике Византин асар-писер чаплӑ культуринче те пысӑк йӗр хӑварнӑ. Вӑл ятарласа Византи императорӗн керменӗнче тӑхӑнмалли тум ҫӗлеттернӗ, ӑна вара ун ячӗпе чечекион (чичакион) теме тытӑннӑ. Кун пирки Ю. Моравчик историк ятарласа «Происхождение слова «Чичакион» ятлӑ пысӑк тӗпчев ӗҫӗ те ҫырнӑ.
Михаил Сирийский ятлӑ авалхи историк ҫырнӑ тӑрӑх Чечек-Ирина качча тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗм ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Вӑл 752 ҫулта вилнӗ. Авалхи тӗпчевҫӗсем Феофан та, Никифор та ҫакӑнта ҫырса кӑтартнипе килӗшеҫҫӗ. Чечек-Ирина ывалӗ 775 ҫулта Тӑваттӑмӗш Лев ятпа императора ларнӑ та 780 ҫулччен пурӑннӑ.
— Тавтапуҫах, — савӑнчӗ Петӗр. — Ку питӗ кӑсӑк. Ҫапах та эсир пире Атӑл ҫине куҫса килнӗ йӑхсен пурнӑҫӗ ҫинчен те тӗплӗнрех каласа парӑр-ха.
— Юрӗ, — килӗшрӗ профессор. — Каларӑм ӗнтӗ, Кӑтра-паттӑр ертсе пыракан пӑлхар-чӑваш йӑхӗсем Атӑл ҫине килсе вырнаҫма тытӑнни 669-670 ҫулсенче пулнӑ. Атӑлпа Чулман тӑрӑхне килнӗ пӑлхар-чӑвашсем кунта никампа та вӑрҫӑ вӑрҫман. Кун ҫинчен нимӗнле историллӗ чӑнлавсем те ҫук. Халӑх сӑмахлӑхӗнче те кӑнтӑртан ку тӑрӑха килнӗ пӑлхар-чӑвашсем вырӑнти йӑхсемпе хирӗҫни ҫинчен калани ҫук. Эппин, Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхне никӗслесе ҫирӗплетесси килӗшӳллӗн пулса пынӑ.
— Эпир калаҫакан темӑпа тата мӗн каласа кӑтартма пулать? — ҫаплах кӑсӑкланчӗ-ха журналист. — ыйтусӑрах, хӑвӑр мӗн калас тенине каласа парӑр-ха.
— Юрать, — килӗшрӗ Убиев, вара калама тытӑнчӗ. — Тӗрлӗ ҫӗрелле саланса кайнӑ пӑлхар-чӑваш йӑхӗсене тӗрлӗрен чӗннӗ.
Этнонимсене, халӑх, йӑх, ӑру, ямахат ячӗсене арпаштарнӑ пирки историре час-часах тӗрӗс мар чӑнлавсем тума тытӑнни пулать. Эпир час-часах пӗр халӑхах е йӑха е тата ӑрӑва тӗрлӗрен чӗннине курма пултаратпӑр. Акӑ, эпир пурте пӗлекен осетинсем хӑйне ир, ҫӗршывне — Иристон, теҫҫӗ. Грузинсем хӑйсене Картвели теҫҫӗ. Марисене эпир ҫармӑс тетпӗр, вырӑссем вӗсене ӗлӗк черемис тенӗ. Мари-ҫармӑс-черемис сӑмахсен хушшинче нимӗнле пӗрпеклӗх те ҫук. Ӗлӗк те ҫакӑн пек япала сахал мар пулнӑ. Май шутпа, Атӑлҫи Пӑлхарстанри халь ҫырса кӑтартнӑ эскел текен йӑхӑн чӑн-чӑн ячӗ массакет пулнӑ. Персула тесе ҫырнӑ йӑхӑн чӑн-чӑн ячӗ парсил пулнӑ. Парсил йӑхӗ хӑйне шурӑ парсран тӑван тесе шутланӑ. Йӑх ячӗ икӗ сӑмахран тӑрать: парс — чӗрчун, ил — халӑх, йӑх, урӑхла каласан, парс халӑхӗ. Ҫакна та калас килет: пӑлхарсем хушшинче хӑйсене кашкӑр йӑхӗ текенсем ҫеҫ мар, парс йӑхӗ текенсем те сахал мар пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарстанри йӑхсемпе ӑрусене, ямахатсене пачах та тӗпчемен-ха. Вӗсен йышӗ самаях пулнӑ. Гардизи, кунта халӑх нумай пурӑннине палӑртса, чаплӑ ҫынсен шучӗ 500 пине ҫитнине калать.
— Атӑлҫи пӑлхарсен культури пирки мӗн калама пулать? — ыйтрӗ Петӗр, хавхаланнӑҫемӗн хавхаланса.
— Атӑлҫи Пӑлхарстан халӑхӗн хӑйӗн чаплӑ культури пулнӑ. Кунта килсе ҫӳренӗ араб ҫынни Ибн-ан-Надим хӑйӗн «Наукӑсене ҫырса кӑтартни» кӗнекинче авалхи чӑваш-пӑлхарсем хӑйсен ҫыруне йывӑҫ ҫине ҫырнине калать. Атӑлҫи Пӑлхарстан халӑхӗн калаҫу чӗлхи те ҫыру чӗлхи хальхи чӑваш чӗлхи пулнӑ. Ӑна ӗлӗкхи тата хальхи тӗпчевҫӗсем пурте уҫӑмлӑнах ҫирӗплетеҫҫӗ. Пӑлхар-чӑваш йӑхӗсем, тӗнче тавра ҫуренӗ хыҫҫӑН та, ытти тӑванла тӳрк йӑхӗсенчен темиҫе ӗмӗр маларах татӑлса тухнӑ пулсан та, хӑйсен авалхи йӑла-йӗркине, чӗлхине, пурнӑҫ илемне пачах та ҫухатман. Маларах, Ҫурҫӗр Кавказ таврашӗнче пурӑннӑ чухне, вӗсем хӑйсен патшине, Алтай таврашӗнче юлнӑ тӳрксем пекех элтепер тенине каланӑччӗ пулас эпӗ. Вӗсем ҫак ӗмӗре ҫитичченех Улӑп ҫинчен калакан авалхи эпосне те упраса хӑварнӑ. Ӑҫта ҫуралнӑ-ши ҫак чаплӑран та чаплӑ, пӗтӗм тӳрк халӑхӗсен эткерӗ пулмалли «Улӑп» эпос? Ҫурҫӗр Кавказра-ши е Алтай таврашӗнче-ши? Е тата пӑлхар-чӑвашсен аслашшӗсем Вӑтам Азире пурӑннӑ чухне-ши? Чӑнах та, тӳрк тӗнчи пӑлхар-чӑваш йӑхӗсенче питӗ ҫирӗп упраннӑ, вӑл паян кунхине те пӗтмен-ха. Акӑ, Кюль-Тегина чысласа ҫырнӑ палӑк ҫинчи хӑшпӗр йӗркесене вулатӑн та вӗсем чӑн-чӑн чӑвашла янӑранине курса тӗлӗнетӗн.
— Пурнӑҫ йӗрки вӗсен ытти тӳрксенни пекех пулнӑ пуль? — ыйтрӗ Петӗр.
— Атӑл ҫине хӑйсен пӗтӗм авалхи тӳрк тӗнчине илсе килнӗ пӑлхар-чӑвашсем ҫак тулӑх та ырӑ тӑрӑхра пуян та ирӗклӗ пурӑннӑ, — хаваслансах калама тытӑнчӗ профессор. — Вӗсем тӗштырӑ туса илнӗ: ҫавсем хушшинче — тулӑ, урпа, вир тата ытти те. Чӑнах та, археологсем пӑлхар-чӑвашсен хулисене чавса пӑхнӑ чухне тем тӗрлӗ тырпул та тупнӑ, вӗсен хушшинче — сӗлӗ те, кантӑр та, пӑрҫа та, ыраш та. Чӑваш-пӑлхарсем пылпа та пуян пулнӑ, хӑмла та ӳстернӗ. Ҫав хушӑрах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗтӳ ӗрчетнӗ. Вӗсен сурӑхӗсем питӗ ҫемҫе те ӑшӑ ҫӑмлӑ, ут-урхамахӗсем вӑйлӑ ҫунатлӑ пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн тӗп хулине халӑх ячӗпе Аслӑ Пӑлхар хули тенӗ. Вӑл Атӑлӑн сулахай енче сарӑлса ларнӑ. Атьӑр-ха, Атӑл тӑрӑх Чӗмпӗртен тӑвалла хӑпарар. Хальхи Теччӗ тӗлне ҫитетпӗр. Вӑл Атӑлӑн сылтӑм енче. Теччӗрен сулахай енне каҫсассӑн вара ӗлӗк тӳрех авалхи чаплӑ та пӗтӗм тӗнче пӗлекен Аслӑ Пӑлхара курма пулнӑ.
Ун чухнехи виҫепе Аслӑ Пӑлхар Аслӑ Атӑлтан ҫичӗ ҫухрӑмра, Чулман Атӑл (Кама) Аслӑ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнтан 30 ҫухрӑм анатарах пулнӑ. Пӑлхар хулине хӑҫан никӗслени ҫинчен калани ҫук. Ҫапах та пӑлхарсем ҫак вырӑна Купрат патша вилнӗ хыҫҫӑнах килме тытӑннӑ пуль тесе шутлаҫҫӗ.
— Эсир те ҫакӑнпа килӗшетӗр-и?
— Килӗшетӗп те, килӗшсех те пӗтместӗп. Ман шутпа, пӑлхарсем ним пӗлмен ҫӗре килсе вырнаҫман. Вӗсем ку тӑрӑха Купрат патша вӑхӑтӗнчех килсе ҫӳренӗ. Кунти тавралӑха, пӗтӗм ҫӗре-шыва, кунта пурӑнакан йӑхсене питӗ лайӑх пӗлнӗ.
— Атӑлҫи Пӑлхарстанри чаплӑ ҫынсем ҫинчен каласа парӑр-ха, — ыйтрӗ Петӗр.
— Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем ҫинчен каланӑ чухне камран пуҫламалла-щи? — хӑйне хӑй ыйту пачӗ профессор. — Ӗлӗкрех ку калаҫӑва Туккирен пуҫлатчӗҫ. Унран маларах чӑваш-пӑлхарсен чаплӑ ҫынни ҫинчен ҫырни упранса юлман, тетчӗҫ. Тукки Атӑлҫи Пӑлхарстан патши пулнӑ. Анчах вӑл хӑш ҫулсенче патшара ларни паллӑ мар. Ахӑртнех, вӑл пӑлхар йӑхӗсене Вӑтам Атӑл тӑрӑхне илсе килнӗ Кӑтра-паттӑр тӑхӑмӗнченех пулнӑ. Анчах унӑн ывӑлӗ те мӑнукӗ те пулман, тетчӗҫ пулас. Мӗншӗн тесен Кӑтра-паттӑрпа Тукки хушшинче пушӑ вӑхӑт самай пысӑк, тетчӗҫ. Айтӑр-ха, Тукки хӑҫан патшара ларма пултарнине тӗплӗнрех пӑхса тухар. Кӑтра-паттӑрӑн ашшӗ Купрат Ҫурҫӗр Кавказпа Азов тинӗсӗ таврашӗнче Аслӑ Пӑлхарстан туса чӑмӑртанӑ, чапа тухнӑ ҫарпуҫӗ тата патша, авалхи чӑнлавсем каланӑ тӑрӑх 658 е 660 ҫулта вилнӗ. Ун чухне, пурте ӑнланатпӑр ӗнтӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫинчен нимле калаҫу та пулман. Ӑна туса хурасси пирки шухӑшламан та пулӗ. Купрат патша вилнӗ хыҫҫӑн Кӑтра-паттӑр ертсе пыракан пӑлхар йӑхӗсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхнелле 669 е 670 ҫулсенче хӑпарма тытӑннӑ. Ун чухне, калӑпӑр, Кӑтра-паттӑр 30 е 40 ҫулсенчи ҫитӗннӗ ҫын пулма пултарнӑ. Вӑл ашшӗ вилнӗ чухне вӑтӑрта пулсан, тата тепӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ пулсан, ҫичҫӗрмӗш ҫулсенче вилме пултарнӑ. Пире тата мӗскер паллӑ-ха? Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн чи паллӑ патшисенчен пӗри Айтар пулни паллӑ. Вӑл 865 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Айтар аллӑ ҫул патшара ларнӑ. Эппин, вӑл 815 ҫулта патшана ларнӑ. Тата пире Айтар ашшӗ Тукки пулни паллӑ. Айтар хӑй ашшӗ вилнӗ ҫулах патшана ларнӑ. Эппин, Тукки 815 ҫулта вилнӗ пулса тухать. Атьӑр-ха, вӑтамран шутласа, Тукки те патшара аллӑ ҫул ларнӑ тесе шутласа пӑхар. Эппин, Тукки 765 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарстан патши пулса тӑнӑ... Кӑтра-паттӑр 700 ҫулта вилнӗ тесе шутлас тенӗччӗ эпир. Эппин, 65 ҫул хушши Атӑлҫи Пӑлхарстана кам е камсем тытса тӑни паллӑ мар пулса тухать. Ман шутпа, Тукки вӑл Кӑтра-паттӑрӑн ывӑлӗ мар, мӑнукӗ пулмалла. Эппин, Кӑтра-паттӑр хыҫҫӑнах кам Атӑлҫи Пӑлхарстан патши пулнӑ-ши? Ҫакна эпир халлӗхе пӗлейместпер-ха, тесе ҫыраттӑмӑр ӗлӗк.
— Халь вара мӗскер, урӑхла ҫыраҫҫӗ-им? — тӗлӗнчӗ Петӗр.
— Тӗрӗс, урӑхла ҫыраҫҫӗ, — ҫирӗплетрӗ профессор. — Эпӗ тӗпченӗ тӑрӑх, Кӑтра-паттӑрӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ӑна Ирхан тесе чӗннӗ. Кун пирки чылай чӑнлав пур. Акӑ, 1892 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ А.И. Васильев учитель хальхи Тутар Республикйне кӗрекен Аксу районӗнчи Тимушкел ялӗнче «Пирвайхи чӑваш патши» ятлӑ питӗ кӑсӑк историлле предани ҫырса илнӗ. Унта та Кӑтра-паттӑр ывӑлӗ Ирхан пулнине каланӑ. Ӑна ҫак историлле преданире малтанхи чӑваш патши тесе чысланӑ. Ирхан ҫинчен пирӗн авалхи писатель-тӗпчевҫӗ С.М. Михайлов-Янтуш та ҫырнӑ.
— Ирхан хыҫҫӑн Тукки патшана ларнӑ-и вара?
— Ҫапла теме пулать, — килӗшре профессор. — Тукки, каларӑмӑр ӗнтӗ, 815 ҫулта вилнӗ.
Ҫав ҫултан пуҫласа Атӑлҫи Пӑлхарстан астулне Айтар тытса тӑма тытӑннӑ. Айтартан пуҫласа вара пӑлхар-чӑвашсен историйӗ питӗ уҫӑмлӑн йӗрленме тытӑннӑ...
— Пӑлхарсен тымарӗ камсенчен никӗсленсе пырать?.. Хунсенчен тесе ҫыраҫҫӗ. Тӗрӗсех-и? — татах ыйтрӗ Петӗр.
— Тӗрӗсех, — тӳрех килӗшрӗ Убиев. — Хун чӗлхи — тӳрк чӗлхисене никӗсленӗ чӗлхе. Чӑваш чӗлхи, авалхи тӳрк чӗлхи пулнӑ май, чылай енчен ним улшӑнмасӑрах упранса юлнӑ. Урӑхла каласан, чӑваш чӗлхи хун чӗлхин тӳрӗрен те тӳрӗ тӑсӑме пулать. Авалхи хунсен ҫырулӑхӗ чӑваш тӗррисенче, тӑмха паллисенче упранса юлнӑ. Чӑвашсем вӗсем хунсен тӑсӑмӗ. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ: пирӗн мӑн асаттесене хунсем тесе чӗннӗ, ун хыҫҫӑн — пӑлхарсем тесе.
— Апла эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи пӑлхарсемпе Дунайҫи пӑлхарсем пӗртӑванах пулса тухаҫҫӗ. Ҫапла-и? — тӗлӗннӗн ыйтрӗ Петӗр. — Ун ҫинчен илтнӗ-ха эпӗ. Анчах ҫакӑн пек лайӑх ӑнлантарса панине илтмен.
— Тӗрӗс, Атӑлҫи пӑлхарсемпе Дунайҫи пӑлхарсем пӗртӑванах, — ҫирӗплетрӗ Убиев. — Вӗсем кӑна мар, Ҫурҫӗр Кавказра пурӑнакан балкарсем те, карачайсем те — пирӗн тӑвансемех. Халӗ, атьӑр-ха, хунсем пирки калаҫса пӗтерер.
— Каҫарӑр, — хӑйне вӗрентсе каланине илтсен вӑтанса кайрӗ Петӗр.
— Темех мар, — аванмарланчӗ Убиев та. — Эппин, хунсем пирки калаҫар-ха. Вӗсем Европӑра аслӑ та чаплӑ патшалӑх туса хунине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Анчах ҫав патшалӑх Аттил патша вилнӗ хыҫҫӑн арканса кайнӑ. Ҫапла патшалӑх арканса, вӗсен ячӗ историре ҫухалма тытӑннӑ хыҫҫӑн, куҫса ҫӳрекен йӑхсем пурӑнакан ҫӗрте пӑлхар ячӗ чапа тухма тытӑнать. «По ту сторону, — ҫырнӑ «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта» кӗнекере, — на северных берегах Евксинского Понта, за озером, называемом Меотийским, со стороны океана через землю Сарматскую течет величайшая река Ател (Атӑл); к сей реке приближается река Танаис, идущая от ворот Иверийского и Кавказских гор; от сближения Танаиса и Ателя, которые выше Меотийского озера расходятся в разные стороны, выходит река Куфис и впадает в Понтийское море близ Мертвых врат против мыса Бараньего Лба. Из означенного озера море подобно реке соединяется с Евксинским Понтом при Боспоре Киммерийском, где ловят мурзулию и другую рыбу. На восточных берегах Меотийского озера, за Фанагорией, кроме евреев, живут многие народы. За тем озером, выше Куфиса, в которой ловят болгарскую рыбу квист находится древняя Великая Болгария и живут соплеменные Болгарам котраги."
Ҫакна, Феофан летопиҫӗнче мӗн ҫырнине Убиев хут ҫине пӑхмасӑр, сӑвӑ пек каларӗ. Ку вара Петӗре питӗ тӗлӗнтерчӗ.
— Ҫак пысӑк цитатӑна ним пӑхмасӑрах каларӑр-и эсир? — ыйтрӗ вӑл профессортан. — Пӗтӗмпех ҫапла астӑватӑр-и?
— Чӑн-чӑн тӗпчевҫӗн ун пек цитатӑсене астумалла, — терӗ профессор. — Унсӑр наукӑлла калаҫусенче йывӑр пулать... Феофан кӗнеки пирки калаҫрӑмӑр-и-ха эпир?..
— Ҫапла, — пуҫне ухрӗ Петӗр.
— Ҫак Феофан кӗнекинче ҫиччӗмӗш ӗмӗр ҫинчен ҫырнӑ. Чӑнласах та ҫак ӗмӗрте хунсен ячӗ ҫухалать, ун вырӑнне пӑлхарсен, сӑварсен, хасарсен ячӗ чапа тухса пырать. Вӗсем — чӑвашсен ашшӗсем.
Профессор хӑйне итлекен ҫине тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
— Эпӗ хам калавра, — терӗ, — май ҫитнӗ таран чӑваш ашшӗсем пулакан пӑлхарсемпе Европӑна килсе тухнӑ хунсем — чӑваш аслашшӗсем тата Азире пурӑннӑ хунсем — мӑн аслашшӗсем пӗр тымартан иккенне ӑнлантарасшӑн тӑрӑшрӑм. Чиперех, ӗненмеллех каласа патӑм пулӗ тетӗп. Ҫакна ӗненме археологи чӑнлавӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Акӑ, пӑлхарсен тапхӑрӗнче, урӑхла каласан, чӑвашсен ашшӗсем текен тапхӑрта пурӑннӑ масарсене чавса пӑхсассӑн, ухӑсемпе ҫӗмренсем чылай тупаҫҫӗ. Уххисем вӑрӑм, пӗр метр та 65 см таран. Ҫав ухӑсем пирки М.И. Артамонов ҫапла ҫырать: "Луки длинные до 1,65 м., с костяными обкладками на концах и в середине. Накладки, охватывающие концы лука, состоят из четырех, позже двух несколько изогнутых пластин с вырезом на конце для крепления тетивы; средние костяные накладки широкие и тонкие с концами, с резанными углами."
— Питӗ кӑсӑк ухӑ, — тӗлӗнчӗ Петӗр. — Ҫапла мар-и, профессор?
— Ку вӑл питӗ хӑйне евӗрлӗ ухӑ, урӑх ниҫта та сарӑлман — килӗшрӗ Убиев. — Пирӗн эрӑччен III-II ӗмӗрсенче ҫакӑн пек ухӑ Варринче Азире, хунсемпе сӑкӑтсем пурӑннӑ ҫӗрте сарӑлнӑ. Европӑра вара шӑп та лап хунсем килнӗ тапхӑрта ҫеҫ курӑнма тытӑннӑ. Урӑхла каласан, ҫак ухӑ епле тӗрлӗ ҫӗрте курӑннине тӗпчесе, пирӗн авалхи тӑхӑмсем мӗнле ҫӗртен ӑҫта тата хӑҫан куҫса пынине те питӗ лайӑх пӗлме пулать. Ҫиччӗмӗш ӗмӗр хыҫҫӑн ҫакӑн пек ухӑ Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче сарӑлма тытӑнать, ӑна, паллах, пӑлхар-чӑвашсем Ҫурҫӗр Кавказран илсе килнӗ ӗнтӗ.
— Тавтапуҫах, Михаил Николаевич, — терӗ журналист. — Питӗ лайӑх каласа патӑр. Пурин ҫинчен те... Ҫапах та манӑн тата ыйтмалли пур-ха. Акӑ, Купрат патшана хальхи Украинӑри Полтава облаҫне кӗрекен Кӗҫӗн Перещепин ялӗ патӗнче пытарнӑ терӗр. Кайса курнӑ-и эсир кунта?
Капла ыйтсан, Убиев тарӑн шухӑша кайрӗ.
— Тӗрӗс ыйту, — терӗ юлашкинчен. — Тӗрӗс ыйту. Тӳрех хуравлатӑп. Кайса курман. Ку вара — пысӑк ҫитменлӗх... Пысӑк ҫитменлӗх. Анчах та тӳрлетме пулать ӑна.
* * *<<
Журналист кайсан та Михаил Николаевич чылайччен хӑй сӗтелӗ хушшине ӗҫлеме лараймарӗ-ха. Шухӑшласа ҫӳрерӗ. «Кур-ха ӑна, лайӑх ыйту пачӗ. Питӗ кирлӗ ыйту, — хӑйпе хӑй калаҫрӗ вӑл. — Чӑнах та кайса курас пулать унта.»
Унтан сасартӑк пуҫне питӗ лайӑх шухӑш, ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ. «Ара, Купрат патша вилтӑпри ҫине унӑн тӑхӑмӗсен элчисем пурте пухӑнсассӑн.... Историлле пулӑм ку?.. Пӑлхарсем, чӑвашсем, балкарсем, карачайсем...»
Чӑнах та, паянтан пуҫласа вара Убиев ҫак шухӑша тӳрре кӑларассишӗн ӗҫлеме тытӑнас терӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-14 23:47:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4423 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем